Волковские чтения - 2012

Волков академик вулавĕсем

 

Чăваш çĕрĕ сумлă та сăваплă. Унтан пултаруллă çынсем мĕн авалтан нумай тухнă. Мĕн ĕлĕкрен чăваш ăс-хакăл мулне пухса тĕпчевçĕсем нумай-нумай кĕнекесем пичетлесе кăларнă. Çак сăваплă ĕçе çамрăкрах тĕпчевçĕсем малалла тăсса пыраççĕ. Чăваш халăхĕн ăс-хакăл мулне пухса ырă ята чăннипех тивĕçнĕ ĕçчен вăл Геннадий Никандрович Волков академик, педагогика наукисен докторĕ, профессор, ученăй-этнопедагог.  

Вăл 1927 çулхи октябрĕн 31-мĕшĕнче Елчĕк районĕнчи Аслă Елчĕкре кун çути курнă. Чăн чăвашăн ырă кăмăлне, ĕçченлĕхне, тĕнче ăслăлăхĕн шайĕнчи шухăшлав хăюлăхне куратпăр эпир унра. Унăн ал çырăвĕсем, кĕнекисем теçетки-теçеткипех. Мĕн кăна çук тăр унта: йăла-йĕрке, ваттисем каланă сăмахсем, пехил-халал таврашĕ, чăваш тумĕ-çумĕ, ĕçни-çини, туйĕ-çуйĕ, эрешĕ, сăмах çаврăнăшĕ. Пурне те каласа та пĕтерейрес çук. Ара. Ĕмĕр тăршшĕпех пухнă вăл çак мула. «Умри ĕçе пăрахсах кунне-çĕрне пĕлмесĕр кирлисене çыраттăм, вулаттăм...», – каласа паратчĕ пире студентсене аслă вĕрентекенĕмĕр.

Çапла вăл этнопедагогика текен çĕнĕ наука пуçарса яраканĕ пулса тăнă. Пур халăхăн та хăйне евĕр интереслĕ культура. Вăл мĕнлерех вырăнта авалтан еплерех менталитетлă çынсем пурăннинчен нумай килет. Ĕлĕк-авалхи мăн асатте-асаннесен халăх вĕрентĕвĕнче мĕн ырри-кăмăлли пурине тĕпе хурса вара хальхи çамрăксене вĕрентмелли çинчен калаканэтнопедагогика науки пурри кашни халăх ăсчахĕсемшĕн тата педагогсемшĕн чăн савăнăç. Çакна уйрăмах Алтай, тыва, Саха (Якути), Бурятии халăхĕсем тивĕçлĕ хак панă. Геннадий Никандрович нумай-нуиай çул хушши вĕсемпе тачă çыхăну тытса ĕçленĕ. Тен, çавăнпа та пулĕ халăхсен хушшинче ирттерекен «Волков вулавĕсем» наукăпа практика конференцийĕ чăн малтанах çав регионсенче пулса иртнĕ. Халĕ çав конференцине, вăй илсе кайнă май, кашни çулах ирттерсе пыма йышăннă. Кăçалхи çул вара вăл, пиллĕкĕмĕш хут, Чăваш Республикинче иртрĕ. Унăн теми: «Этнопедагогические доминанты в образовании XXI века: проблемы, поиски, решения».

Кам кăна килсе çтимерĕ-ши асамлă чăваш çĕршывне: Раççейри тĕрлĕ регионсенче пурăнакан чăвашсем, вырăссем, тутарсем, çармăссем, калмыксем, якутсем, пушкăртсем тата ытти нумай халăх. Вĕсен хушшинче Америкăри Пĕрлешÿллĕ Штатран килнĕ профессор та пулчĕ. Пурте вĕсем наукăпа тĕпчев ĕçĕпе ĕçлекен, çитĕнекен ăру тăван халăх культурине хисеплесе, юратса ÿстĕр тесе тăрăшакан патриотсем, аслă педагогăмăр Геннадий Никандрович Волков вĕренекенĕсем тата унăн ĕçне малалла тăсса пыраканскерсем. Пурте харпăр-хăй тăван культурине, юрри-ташшине чунтан юратакан çынсем пулчĕç. Вĕрентÿ тата наука ĕçĕн тĕрлĕ проблемисене сÿтсе явнипе пĕрлех, пĕрисем ташша маçтăр пулчĕç, теприсем юрăсем шăрантарчĕç, хăшĕсем вара халăх музыка инструменчĕсемпе каласа тыткăнларĕç.

Конференции виçĕ кун ĕçлерĕ. Пĕрремĕш кунхине хаклă хăнасем Шупашкар хулине 500 çул пулнине халалланă паркра чăваш акатуйĕнче пулса савăнчĕç, чăваш йăли-йĕркисемпе паллашрĕç. Иккĕмĕш кунхине вара ĕç-пуç И.Я. Яковлев ячĕпе хисепленекен чăваш патшалăх педагогика университечĕнче пулса иртрĕ. Малтанах университет ректорĕ Борис Гурьевич Миронов конференцин торжествăлла пайне уçрĕ. Унтан пухăннисене Чăваш Республикин вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министрĕ Владимир Николаевич Иванов тата асăннă университетри Г.Н. Волков академик ячĕпе хисепленекен этнопедагогикăн наукăпа тĕпчев институчĕн директорĕ Людмила Васильевна Кузнецова саламларĕç. Уявра çавăн пекех президиумра ларакан тĕрлĕ çĕртен килнĕ делегацисен пуçлăхĕсем тухса калаçрĕç, асăнмалăх парнесем пачĕç.

Уйрăмах Мускавран килнĕ чăвашсен делегацине палăртса хăварас килет çакăнта. Чылайăн килнĕ вĕсем: делегаци пуçлăхĕ, «Сыны Отечества» серинчи кĕнекесен авторĕ Геннадий Александрович Викторов, Иван Николаевич Николаев профессор тата полковник тата ытти те. «Сыны Отечества» товарищество членĕсем пулнă май, вĕсем пур регионсенче те çамрăксене патриотизмла воспитани парас енĕпе анлă ĕçлеççĕ, час-часах шкул ачисемпе тĕлпулусем ирттереççĕ.

Геннадий Викторов кĕнекисен хушшинче «Другим я уже не буду…(Урăхла халь тин эпĕ пулаймăп)» кĕнеке пур. Ăна автор Геннадий Никандрович Волков академике халалланă.

Нумай-нумай аса илÿсем, саламлă сăмахсем, ăшă çавăнăç куççулĕ пулчĕç конференции малалла тăсăлнă май, çавра сĕтелсем хушшинче. Кану вăхăчĕсенче пурин те университетăн тĕрлĕ музейĕсенче пулса курма тÿр килчĕ. Тĕслĕхрен, илер-ха педагогика наукисен кандидачĕ Дмитрий Егорович Егоров йĕркеленĕ Аннесен мухтавĕн музейне. Йĕри-тавра ытарайми анне сăнарĕ, мухтава тивĕç хĕрарăмсем. Геннадий Никандрович Волков та тĕлпулусенче яланах амăшне тата асламăшне, вĕсен ырă сĕнÿ-канашне аса илетчĕ. Хăйĕн наука ĕçĕсенче те вăл вĕсен сăмахĕсемпе вĕрентсе çыратчĕ.

Çапла вара виççĕмĕш кунхине аса илÿсем хăнасене академикăн тăван ялне Аслă Елчĕке илсе çитерчĕç. Ялĕ инçе, çапах çав тери илемлĕ. Пысăк, таса, ял варрипе юханшыв тата асамлă кĕпер чуна тыткăнларĕç. Халăхĕ кунта тарават, маттур, сăпайлă. Геннадий Никандровича пурте чунтан юратни, хисеплени пур енчен те палăрчĕ. Халăх таврари ялсенчен те чылай пуçтарăннă. Елчĕкрен килнĕ артистсем юрри-ташшипе конференцине уйрăм илем кÿчĕç. Ун хыççăн хаклă хăнасем урамри йĕри тавралăхпа паллашрĕç. Геннадий Никандрович унтан та кунтан утса пынăн туйăнчĕ пире. Çак илемлĕ вырăнсем илĕртнĕ-çке ăна халăхăн ăс-хакăлне аталантарас çул çине тăма!

Шкул çумĕнчех илемлĕ спорт площадки. Эпир пынă чухне кунта хĕрсех спорт вăййисем пыратчĕç: кĕрешÿ, штанга йăтасси… Ялтанах нумай-нумай спортсменсем тухнă.

Утрăмăр çапла малалла ял илемĕпе киленсе, ял халăхĕн тирпейлĕхĕпе, чун пуянлăхĕпе савăнса. Шкула кĕрсе тăрсан вара чун-чĕре татах хăватланса кайрĕ. Хастар та пултаруллă çынсем кунта ĕçлени кашни кĕтесрех куçкĕретех. Курса тĕлĕнмелли тата вĕренмелли туллиех пулчĕ. Шкулти краеведени музейĕ мĕне тăрать. Кунтах мамăнт шăлĕсем, шăммисем, тĕрлĕ савăт-сапа, ал çырăвĕсем… Музейпа тĕплĕн паллашнă хыççăн хăнасене ятарлă тепĕр уяв-сюрприз кĕтрĕ. Харсăр та халăх юрри-ташшине маттур шкул директорĕ тăрăшнипе эпир чăн-чăн чăваш кĕрекинче пулса куртăмăр тейĕн. «Арлан кайми» гимн янăранипе пуçланчĕ сĕтел хушшинчи тепĕр мероприяти.

«Геннадий Никандрович яланах пирĕнпе. Савăнать вăл паян та çакăнта пĕрле», – тăвăллăн алă çупса ячĕç уяв кĕрекинче пухăннисем. Çапла, аслă педагогăмăр Г.Н. Волков пуçтарчĕ те туслаштарчĕ пире çак асамлă çĕр çинче. Тепĕр çулхи конференци вара Калмык çĕрĕ çинче пулмалли пирки те Геннадий Никандрович хăех палăртса хăварнăнах туйăнчĕ. «Кашни çыннăн е уйрăм халăхăн шăпине виçĕ юрату татса парать – ачасене юратни, ĕçе юратни, Тăван çĕршыва юратни», – вулатпăр эпир час-часах унăн кĕнекисенче. Вăл çав тери пурнăçа тата халăхпа калаçма юратнă. Çавăнпа та ăна юратман-пĕлмен çын тупма та йывăртарах пулĕ.

«Геннадий Никандровичра манна тĕлĕнтерекенни – вăл яланах çĕнĕ шухăш калани», – тет Чăваш наци конгресĕн ĕçтăвком председателĕ, «Чăваш тĕнчи» хаçат редакторĕ, педагогика наукисен кандидачĕ Константин Петрович Портнов. – Тĕлпулура ларса ăна итленĕ-и е халь кăна пичетленсе тухнă статйине вуланă-и – кашнинчех çĕннипе пучнланатăн: тĕнче çине урăхларах пăхма, япаласемпе пулăмсене урăхларах хаклама пуçлатăн, çĕнĕ, ырă туйăмсемпе хавхаланса кайса халь-халь тусене йăвантарма хатĕр пек туятăн. Чăн-чăн юратупа киленетĕн. Волков шкулĕ вăл – юрату тата тĕслĕх!».

Мухтавлă  педагогăн нумай награда: хисеплĕ ятсем, «Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орден та. Геннадий Никандрович вара вĕсен çинчен калаçма юратман, яланах вĕреннĕ, ĕçленĕ, тĕпченĕ, вĕрентнĕ, юратнă. «Сан хыççăн Чăвашра халăха витĕм кÿрес вăйпа И.Я. Яковлевпа танлашма пултаракан педагог тухассм пирки шухăшламастăп та, ĕненместĕп те…», – тенĕ чăваш халăх писателĕ Ухсай Яккăвĕ. Чăн та, Геннадий Никандрович Волков академик пек çÿллĕ шайри педагог тата ученăй çураличчен пирĕн нумай кĕтмелле пулать тесе шутлатăп эпĕ. Çапах та, унпа пĕр шухăшлисем эпир нумаййăн. Апла пулсан, Кашкăр Хуначин ĕçĕ вилĕмсĕр.

 

С. Романова (Корнилова), Кĕлкеш шкулĕ

___________________________________________________________________________

Романова Светлана Васильевна, кандидат педагогических наук,

учитель изобразительного искусства и культуры родного края

МБОУ «Кульгешская ООШ им. Н.А. Афанасьева» Урмарского района Чувашской Республики