Пĕчĕк патриотсене ÿстеретпĕр О.Н. Анилина, Е.В. Сурнаева

Пĕчĕк патриотсене ÿстеретпĕр

13.02.2013
 

Кĕлкешри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул çумĕнчи шкул çулне çитмен ачасен ушкăнне 2010 çулта уçнă. Унта 2-6 çулхи 22 ача тĕрлĕ ялсенчен çÿрет, пурте пĕрле килĕштерсе пурăнаççĕ, 2 воспитатель тата пĕр воспитатель пулăшаканĕ ачасене пур енлĕ аталанма тĕрлĕ ĕçсем туса ирттереççĕ. Ачасене кăмăл-сипетпе тата тăван çĕршыва юратма воспитани парас ĕçре тĕрлĕ мероприятисем ирттерме тăрăшаççĕ.

Мĕн-ши вăл Тăван çĕршыв?

Аякра-ши, çывăх-ши?

Аякра та, çывăх та,

Каласа парам, тăхта.

Кашни çын çак ыйту çине хăйĕн шухăш-кăмăлне, çут çанталăка мĕнле йышăннине кура тĕрлĕрен хуравлама пултарать.

Чи малтанах Тăван çĕршыв çемьерен пуçланать. Ачасемшĕн те çемье чи кирлĕ те юратнă тема пулнă май, кăмăл-сипетлĕ тата Тăван çĕршыва юратма вĕрентес ĕçе эпир «Ман çемье» темăран пуçлатпăр.

Ачасен хăйсен çемйи çинчен калаçас кăмăлĕсене кура, вĕсен тăванлăх туйăмĕсене ÿстерес тĕллевпе, эпир тĕрлĕ ĕçсем ирттеретпĕр: «Ман кил, ман çемье», «Çемйери çынсен профессийĕсем», «Ман çемье альбомĕ». Ку мероприятисене ачасем кăна мар, ашшĕ-амăшĕсем те хутшăнаççĕ. Ачасем хаваспах çемье сăн ÿкерчĕкĕсене илсе килеççĕ, кашни тăванĕ пирки пĕтĕм кăмăлтан каласа параççĕ. Ашшĕ-амăшĕсем хăйсен ачисем çинчен «Манăн пепкем - манăн хĕвелĕм» ятлă темăпа пĕчĕк сочинени çырчĕç. Ăна ачасен сăн ÿкерчĕкĕсемпе илемлетрĕç. Пысăк хут листи çинче ачан тулли ятне çырса кашни саспалли хыççăн ачан характерне, пултарулăхне, интересĕсене кура сăмахсем çырчĕç. Кирлĕ мар материалсенчен тĕлĕнмелле илемлĕ япаласем туса килчĕç. Ача садĕнче «Атте, анне тата эпĕ - ăста алăсем» ятлă курав йĕркелерĕмĕр. Патриотизмла воспитани ыйтăвĕсене ашшĕ-амăшĕсен пухăвĕнче те сÿтсе яватпăр. «Патриотизмла воспитани» анкета ыйтăвĕсене вĕсем тарăннăн шухăшласа, интересленсе хуравларĕç. Ашшĕ-амăшĕсене «Çул çитмен патриота мĕнле пăхса ÿстермелле» пулăшусемпе (сĕнÿсемпе) паллаштартăмăр, усă курма сĕнтĕмĕр. Шкул çулне çитмен ачасемпе тĕрлĕ уявсем ирттеретпĕр. Вĕсене ачасем кăна мар, ашшĕ-амăшĕсем те хутшăнаççĕ. Ку мероприятисем вĕсене хăйсен ачисем çине урăх куçпа пăхма пулăшаççĕ, вĕсен хутшăнăвĕсене çирĕплетеççĕ. Кашни çулах эпир хамăр ачасемпе Çĕршыв хÿтĕлевçин, аннесен кунне тата ытти уявсене паллă тăватпăр. Кашни уяв умĕн ачасен вăйĕпе пĕчĕк концерт хатĕрлетпĕр, сăвăсем вĕренетпĕр. Ку уявсенче кашни ача хăйĕн пултарулăхне кăтартасшăн.

Çĕршыва хÿтĕлевçисен кунĕ çывхарса килет. Хамăр ачасемпе «Эпир - пулас салтаксем» ятлă уяв хатĕрлетпĕр, ашшĕ-аслашшĕсем валли хитре парнесем ăсталатпăр. Шкул çулне çитмен ачасем сипетлĕх тата патриотизмла воспитанин пуçламăш утăмĕсене ача садĕнче пухаççĕ. Çак пĕлÿсем вĕсене малаллахи пурнăçра пулăшса пырасса шанатпăр.


АУ «Редакция Урмарской районной газеты "Хĕрлĕ ялав" ("Красное знамя")