Кĕлкешсем ентешĕсене манмаççĕ С.В. Романова

Кĕлкешсем ентешĕсене манмаççĕ

09.02.2013
С.РОМАНОВА.

Аслă ăрури çынсене, Тăван çĕршывăн, тăван еншĕн ырă пĕлтерĕшлĕ тарăн йĕр хăварнă çынсене асра тытмасан пирĕн çутă малашлăх та çук. Çакна шута илсех ĕнтĕ Н.А.Афанасьев ячĕллĕ Кĕлкешри тĕп шкулта кунта нумай çул хушши вĕрентекен, шкул директорĕнче ĕçленĕ пулнă Николай Афанасьевич Афанасьева тата унăн ывăлне Игорь Николаевича асăнса йĕркене кĕнĕ йĕлтĕрпе чупас енĕпе мала тухассишĕн ăмăрту иртрĕ.

Ăмăртăва уçма район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин, унăн заместителĕсем Д.Ивановпа Ю.Соколов, Чăваш наци конгресĕн ĕçтăвком председателĕ К.Портнов, «Денда-мед» стоматологи клиникин тĕп врачĕ, наука докторĕ Ю.Зорин, Николай Афанасьевичăн хĕрĕсем - педагогика наукисен докторĕ Т.Петрова, филологи наукисен кандидачĕ Г.Семенова тата ытти тăванĕсем хутшăнчĕç. Спорт ăмăртăвне чаплă лару-тăрура шкул директорĕ Ю.Данилов уçрĕ, пурне те малалла ăнтăлса çитĕнÿсем тума сунчĕ. Константин Владимирович та, Юрий Васильевич та сывă пурнăç йĕркине тытса пыни çĕршыв никĕсĕ, пуласлăхĕ пулнине палăртрĕç, районти паллă çынсене манманни унăн малашлăхĕ пулни çинче чарăнса тăчĕç. Тĕп ăмăртусем пуçланас умĕн «Кĕлкеш йĕлтĕр йĕрĕ-2013» чупу иртрĕ, унта шкулти кĕçĕн классенче вĕренекенсемпе пĕрле вĕрентекенсем хутшăнчĕç. Тĕп тупăшу вара район çеç мар, республика шайĕнчех иртрĕ. Хамăр ентешсемсĕр пуçне унта Тăвай, Куславкка, Сĕнтĕрвăрри, Йĕпреç районĕсен, Канаш, Куславкка, Сĕнтĕрвăрри, Шупашкар хулисен спортсменĕсем те хутшăнчĕç.

Чи малтан старта 1999-2000 çулсенче çуралнă çамрăксем (63 ача) тухрĕç. Арçын ачасенчен финиша чи малтан В.Иванов (Энĕшпуç) çитрĕ, 2-3-мĕш вырăнсене Тăвайсем тухрĕç. Хĕрачасенчен пĕрремĕш Т.Кузьмина (Кĕлкеш) пулчĕ. 2-3 вырăнта вара - К.Петрова (Чупай), В.Петрова (Кĕлкеш).

1997-1998 çулсенче çуралнисенчен старта 38 çамрăк спортсмен тухрĕ. Тăвайсем кунта та пултарулăхпа палăрчĕç. Пĕрремĕш, виççĕмĕш вырăнсене М.Алексеев, Д.Данилов (Тăрмăш) йышăнчĕç. Н.Артемьев (Чупай) иккĕмĕш пулчĕ. Хĕрачасенчен чи хăвăрт чупаканни каллех Тăрмăшри В.Конова пулчĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене вара Вăрмарсем хăнасене памарĕç, умлă-хыçлă финиша С.Матвеева (Кĕлкеш), С.Александрова (Чупай) çитрĕç.

1995-1996 çулсенче çуралнă каччăсем хушшинче Энĕшпуçĕнчи Н.Васильев пĕрремĕш пулчĕ, А.Васильев (Тăрмăш) иккĕмĕш, С.Львов (Пысăк Енккасси) виççĕмĕш çитрĕ. Хĕрсенчен вара дистанцие чи малтан парăнтараканĕ - С.Данилова (Кĕлкеш, халĕ Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ вăтам шкулта вĕренет). Иккĕмĕш-виççĕмĕш вырăнсенче Энĕшпуçсем - А.Иванова, В.Павлова.

Аслă çулсенчи спортсменсем хушшинче те кĕрешÿ çивĕч иртрĕ. 18-29 çулхи ăмăртуçăсенчен Сĕнтĕрвăрринчи И.Ильин, Н.Гаврилова (Элпуç), Н.Артемьев (Чупай), Д.Кузьмин (Канаш хули) малти вырăнсене пайларĕç.

30-39 çулхисем хушшинче Н.Алексеев (Тăрмăш), А.Сергеева, С.Елаков (Чупай), А.Никифорова (Ураскасси), А.Андреев (Шупашкар хули), А.Козерова (Кĕлкеш), Э.Мясников (Кивĕ Вăрмар), А.Голубев (Вăрмар поселокĕ) мала тухрĕç.

40-49 çулхи спортсменсем çакăн пек вырăнсем йышăннă: пĕрремĕш вырăнта - Г.Васильев (Шăхаль), С.Орлова (Тĕрлемес), иккĕмĕшĕнче - О.Мефодьев (Тикаш), О.Анилина (Кĕлкеш), виççĕмĕшĕнче - Н.Георгиев (Тăрмăш) тата И.Вишневская (Кĕлкеш).

50-59 çулсенчи арçынсемпе хĕрарăмсем хушшинче мала тухассишĕн иртнĕ дистанцире пĕрремĕшпе иккĕмĕш вырăнсене Вăрмарсем хăнасене памарĕç. Н.Павлов (Чулкас) тата Н.Александрова (Кĕлкеш) финиша пĕрремĕш çитрĕç, В.Сидоров (Çĕнĕ Вĕренер) - иккĕмĕш. Виççĕмĕш вырăнта - В.Афанасьев (Тăрмăш). Г.Боредскийпе (Пинер), В.Захаров (Тĕрлемес) начар мар результатсем кăтартрĕç.

Пенси çулне çитнĕ спорта юратакансем ăмăртăва чăн-чăн илем кÿчĕç. Пĕрремĕш вырăна А.Богданов (Куславкка хули), Т.Ашмарина (Кавал) тухрĕç. Финишра иккĕмĕшсем В.Васильев (Чулкас), З.Маркова (Кивĕ Вăрмар) пулчĕç. 70 çул урлă каçнисем вырăнсене çапла пайларĕç - Н.Алексеев (Сĕнтĕрвăрри) - пĕрремĕш, Н.Михайлов тата В.Лирзай (Вăрмар поселокĕ) - иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнта.

Н.А.Афанасьев ячĕллĕ фонд председателĕ Т.Петрова çакăн пек пĕлтерĕшлĕ ăмăртăва хутшăнакансене, ăна йĕркелеме пулăшакансене тав турĕ.

Н.Афанасьев 1923 çулта Тупах ялĕнче çуралнă, Канашри педагогика училищине, Днепропетровскри çар училищине, Хусанти педагогика институтне пĕтернĕ. Аслă Отечественнăй вăрçа хутшăнса Ленинград фронтĕнче çапăçнă. Аслă Отечественнăй вăрçин I, II степеньлĕ орденĕсене, медальсене тивĕçнĕ, Тупахри, Кĕлкешри шкулсен директорĕ пулса нумай çул хушши ĕçленĕ. Игорь Николаевич педагогика наукисен кандидачĕ, И.Я.Яковлев ячĕллĕ педагогика институчĕн доценчĕ пулнă.


АУ «Редакция Урмарской районной газеты "Хĕрлĕ ялав" ("Красное знамя")